Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи врач офисне палӑртнинчен ҫур ҫул кая юлса уҫнӑ. Ӑна 2022 ҫулхи ҫуллах хута яма палӑртнӑ, анчах официаллӑ майпа уҫни пирки раштав уйӑхӗнчи юлашки ӗҫ кунӗнче ҫеҫ пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ офиса тума тытӑничченех ӗҫсем йывӑррӑн пынӑ. Строителе палӑртма аукцион пилӗк хутчен ирттернӗ, ӗҫе пуҫӑнма килӗшекен подрядчик улттӑмӗш хутӗнче ҫеҫ тупӑннӑ.
Халӗ ҫав офисра ҫутӑ тата шыв ыйтӑвне тӗппипе татса паман, штата йӗркелесе ҫитермен. Объекта санитарка ҫеҫ пырса ҫӳрет-мӗн. Кун пирки иртнӗ эрне вӗҫӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем пӗлтернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче пушар пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Карл Маркс урамӗнчи ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм верандӑна, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, пурӑнмалли ҫурта та сиенлетнӗ.
Шел те, «хӗрлӗ автан» ҫын пурнӑҫне татнӑ. Пушарта 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вилнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Ертӳҫӗсен команди-2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Чӑваш Енри экспорт енӗпе ӗҫлекен пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене пулӑшакан центр» организацин директорӗн заместителӗ Владимир Терентьев, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп врачӗн заместителӗ Милана Быстрова, «Релематика» обществӑн реклама менеджерӗ Евгения Иванова, Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗн директорӗ Татьяна Емельянова, Шупашкарти 45-мӗш вӑтам шкул директорӗ Татьяна Юдина тивӗҫнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫуртӗнче Чӑваш культурин кунне уявланӑ.
Ку хыпара Елизавета Долгова «Контактра» вырӑнти хастар Василий Казанцев пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
Мероприяти пирки ҫак самантра тӗплӗнрех пӗлме май килмерӗ. Вырӑнти ял администрацийӗн сайтӗнче ун пек хыпар вырнаҫтарманччӗ. Те пӗлтерӗшлех мар тесе шухӑшланӑ, те сайт валли хыпар ҫыраканни васкас темен.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, уява ачасем те, аслисем те хутшӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи Алтышево ялӗнче 24 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 16-ри каччӑ тунӑ тесе ӑна тытса чарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 16-ри каччӑ юпан 6-мӗшӗнче 24 ҫулти арҫын пурӑннӑ ҫурт картишне килнӗ. Хайхискерсем унччен хирӗҫнӗ пулнӑ. Ҫав кун пырсан кӗҫӗнни аслине хӗнеме пуҫланӑ.
Суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах тухтӑрсем пулӑшсан та вӑл юпан 20-мӗшӗнче сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 13 сехетре Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, инкексӗр вӗҫленмен.
Пушарта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 54 ҫулти кил хуҫи хӗрарӑмӗ тата унӑн 73-ри кӳршӗ хӗрарӑмӗ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ.
РФ СКн Чӑваш Енри следстви органӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмака хутнӑ чухне асӑрханманнипе тухнӑ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.
Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен.
Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ.
Улатӑр районӗнч Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче Вӗрентекенсен аллейине уҫнӑ. Унта 40 портрет вырнаҫтарнӑ.
Ҫав портретсенче – учитель-фронтовиксем, пысӑк стажлӑ вӗрентекенсем, династири вӗрентекенсем…
Аллея Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак аллея – Кивӗ Эйпеҫри пӗтӗмӗшле пӗлу паракан шкулӑн пӗчӗк историйӗ.
Чӑваш Республикинчи (Чӑваш Енри) Росгварди Управленийӗн “ «Сӑвар» ОМОН-ӗн минӑсене хӑрушсӑрлатакан ушкӑнӗн ӗҫтешӗсем Улатӑр хули ҫумӗнчи вӑрманлӑ вырӑнта асӑрханӑ миномёт минине тӗп тунӑ.
Авӑнӑн 9-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Республикинчи (Чӑваш Енри) Росгварди управленийӗн дежурнӑй чаҫне Улатӑр хулинчи «Духов рашчи» паркра пӗр ҫын уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра артиллери снарячӗ евӗр япала асӑрхани пирки пӗлтернӗ.
Вырӑна ҫитнӗ ОМОН взрывотехникӗсем тупнӑ япалана пӑхса илнӗ те вӗсен умӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ 82 миллиметрлӑ миномет мини выртнине ӑнланнӑ.
Боеприпас ҫине заряд ҫыпӑҫтарса хурса хӑрушсӑрлӑх мӗн ыйтнине пӑхӑнса ӑна тӗп тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.